Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Халал (Пайтул)

Питӗ сивӗ хӗл кунӗ,
Тӑлӑп тӑхӑн, хӑна.
Сивӗнмест-ха ҫын чунӗ
Хӗл сиввишӗн кӑна.

Чӑвашпа чӑваш пултӑр
Ҫывӑх тус та юлташ.
Кӗвӗҫӳ сан ан пултӑр,
Усалпа ан аташ.

Ҫак сӑмах — ман йыхравӑм,
Ҫак сӑмах — ман халал.
Ҫак сӑмах — ман ялавӑм,
Йӑлт тасалтӑр усал!..

Ӑнлантаркӑч

1935 ҫулта Шупашкарта пурӑнакан Иван Ильинран П.Ф.Филиппов учитель ҫырса илнӗ. Юхма Мишши архивӗнче упранать.

Ҫавӑн пекех

Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-12 13:32:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2913 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем